Паян, утӑн 21-мӗшӗнче, ҫӗрле Чӑваш Енри чӑх-чӗп фабрикинче инкек пулнӑ. Ку Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» фабрикӑра пулнӑ.
«Ҫыхӑнура» канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, унта электропитани сӳннӗ, автоматика пӗр цехри вентиляцие сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна пула 13–15 пин чӑх вилнӗ.
Ҫакна предприяти ӗҫченӗсем ҫирӗплетсе каланӑ. Инкек чӑнах та ҫӗрле пулнӑ. Анчах вилнӗ чӑхсен шучӗ мӗн чухлӗ пулнине тата электроэнерги мӗншӗн сӳннине вӗсем калайман.
Чӑвашстат атмосфера сывлӑшне упрамалли пирки информаци пичетленӗ. Специалистсем кӑҫалхи ҫур ҫула пӗтӗмлетнӗ.
Чӑваш Енре кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗртмеччен сывлӑша тухакан сиенлӗ япаласем 30,1 процент нумайланнӑ-мӗн. Кусем сунар тата вӑрман хуҫалӑхӗсене, ял хуҫалӑха пырса тивеҫҫӗ.
Чӑвашстат специалисчӗсем каланӑ тӑрӑх, ытларах атмосфера Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта вараланать. Ҫавӑн пекех Красноармейски тата Шупашкар районӗсенче ку енӗпе лару-тӑру япӑх-мӗн.
Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, сывлӑх сыхлавӗн тата социаллӑ пулӑшу парас тытӑмсенче те атмосферӑна сиенлӗ япаласем тухасси пысӑкланнӑ. Ку 5,5 процент ӳснӗ.
Кӑҫал Чӑваш Енри предприятисем атмосферӑна 13,3 тонна сиенлӗ япала кӑларнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 27,6 процент сахалрах.
Ҫынсем пулӑшу ыйтнӑ депутат ӑшӑ шыв парассипе ӗҫлекен олрганизацие ертсе пыраканскер мар-ха. Анчах ун патне йышӑнӑва пынисем вӑл хӑйсене пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем кашни уйӑхрах ҫынсене йышӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пеккине ҫак кунсенче парламентӑн Хысна, укҫа-тенкӗ тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Игорь Кушев ирттернӗ. Депутат патне пынисем кашниех хӑйсене «халӑх тарҫи» ӑнланасса, пулӑшасса шанаҫҫӗ. Шупашкар районӗнчи пӗр тӑрӑхран ҫитнисем, акӑ, ресурспа тивӗҫтерекен организаци вӗсен нумай хваттерлӗ ҫурчӗсене ӑшӑтма тата ӑшӑ шывпа тивӗҫтерме пӑрахасси пирки пӗлтернӗ иккен. Ҫакна лешӗ котельнӑй киввипе сӑлтавлать-мӗн. Аптӑранӑ ҫынсем котельнӑя юсама е ҫӗннине тума депутат пулӑшасса шанаҫҫӗ иккен.
Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакансен те — чун ыратӑвӗ. Вӗсене ял урамӗ кӗркуннепе ҫуркунне ҫӑрӑлни пӑшӑрхантарать. Ҫавна пула социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем патне те ҫитме йывӑр тенӗ вӗсем.
Депутат ҫынсене мӗн тумаллине сӑмахпа ӑнлантарса панӑ, хӑш-пӗр ыйтупа яваплисем патне ыйтса ҫырассине пӗлтернӗ.
Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн сайтӗнче Виталий Станьял хӑйсен енче Питрава мӗнле уявлани пирки пӗлтерет. Ҫав кунпа ҫамрӑксем ҫимӗк хаваслӑхне, уяв вӑййисене ӑсатса ярать.
Виталий Станьял хӑйсен енче, Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер тӑрӑхӗнче, Ҫимӗке Хравути поххи ятлӑ акатуйпа пуҫланине ҫырать. Кӑҫал вӑл Станьял ялӗ патӗнчи Чемен паттӑр картинче районти акатуйпа питӗ чаплӑ иртнӗ-мӗн. Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Сорокин акатуй тӗлне тӑватӑ пашнеллӗ, 16 «яллӑ» хулаш хӳми картарнӑ.
Ҫимӗк эрнисем Питравкка уявӗпе вӗҫленеҫҫӗ. Станьял палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ чӑвашсен авалхи Питравкки вырӑс Петровкипе пӗрлешнӗ. «Питравкка тени «пӗтрекке» (кӑтра) тенинчен тухса кайнӑ теҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫав кун кашни ӑратне е кил-йыш Ҫут тӗнчене тав туса пӗтрекке така пусса чӳкленӗ. Пирӗн Ишлей-Шарпаш ушкӑнне кӗрекен 20 ял халӑхӗ Питравккана ӗмӗртенпех Салапай-Вӑрманкас тавринчи уҫланкӑсенче ирттернӗ. Кӑҫал ӑна Вӑрманкас ҫыннисем хӑйсен ялӗнчи авалхи вырӑна — Хуралту сӑрчӗ ҫине тавӑрчӗҫ», — ҫапла ҫырать Виталий Станьял.
Шупашкар районӗнче водительсем инкеке кӑнтӑрла иртсен ытларах лекеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки асӑннӑ район хаҫачӗ «Тӑван Ен» хӑйӗн сайтӗнче хыпарлать.
Асӑннӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ҫул-йӗр ҫинчи инкек 12 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен час-часрах сиксе тухать. Кунне те тишкернӗ: ытларикун тата эрнекун. Пӗтӗмпе вара кӑҫалхи ҫур ҫулта хула ҫумӗнчи ҫав муниципалитетра 59 авари пулнӑ. Ҫул ҫинчи инкекре 98 ҫын аманнӑ, 13-ӗн вилнӗ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем цифрӑсене пӗлтӗрхи ҫур ҫулпа танлаштарнӑ та, кӑҫал шар курасси нумайланнине асӑрханӑ.
Пӗр инкеке те хӑрушсӑр тееймӗн те, ҫапах та машинӑпа машина ҫапӑнсан уйрӑмах шар кураҫҫӗ иккен. 31 ҫавӑн пек пек тӗслӗхре тӑххӑррӑн вилнӗ, 67-ӗн аманнӑ.
Чӑваш Республикине ертсе пырас шухӑш-кӑмӑллине 11 ҫын палӑртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Суйлава хутшӑнас тесен кирлӗ хутсене вӗсен утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗччен тӑратмалла. Элтепер пуканӗшӗн кӗрешӗве тухма хатӗр шухӑшлисен хушшинче ячӗсем халӑхра сарӑлманнисем те пур.
Элтепер пулма кандидат евӗр шута илме республикӑн Тӗп суйлав комиссине хутсем тӑратакан тупӑннӑ. Вӑл — Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев. Михаил Васильевич унччен Элтепер пулса республикӑна ертсе пычӗ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑнти «Прогресс» ял хуҫалӑх предприятийӗн ертӳҫинче те, ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче те, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче те, ял хуҫалӑх министрӗнче те ӗҫлерӗ.
Сӑнсем (5)
Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ хутсем йышӑнакан тата паракан «чӳречесене» хупма тытӑннӑ. Кун пек йышӑну харӑсах темиҫе района пырса тивнӗ.
Куҫман пурлӑх регистрацилемелли тата ун тӗлӗшпе туса ирттерекен ытти ӗҫе тӑвас тесен Росреестрӑн Элӗк, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Тӑвай, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи уйрӑмне кайма тӑмасть, мӗншӗн тесен вӗсенче ҫак уйӑхран йышӑнма пӑрахнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче хутсене нумай ӗҫ тӑвакан центрта кӑна йышӑнаҫҫӗ. Шупашкарти нумай ӗҫ тӑвакан центрти икӗ офисра 13 «чӳречерен» виҫҫӗшне хупнӑ, вӗсенче халӗ пурӗ 52 «чӳрече» ӗҫлет. Вӗсем кирлӗ хутсене йышӑнаҫҫӗ те, параҫҫӗ те.
Районсенчи «чӳречесене» хупни ҫынсене пулӑшу кӳрессине начарлатмалла мар тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен Росреестрта, мӗншӗн тесен хутсене Кадастр палатин офисӗсенче е нумай ӗҫ тӑвакан центрсенче те йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Янӑшри вӑтам шкула кӑҫалхи ҫурлан 15-мӗшӗнче уҫма палӑртаҫҫӗ. Вӑл вӗренӳ учрежденийӗ пирки тӗрлӗрен сӳтсе явакан-калаҫакан пулчӗ. Пысӑках мар ялта 165 ача вӗренмелӗх шкул кирлӗ мар текенсем те ҫав шутра тупӑнчӗҫ.
Тӗрӗссипе вара Янӑшри 9 клас вӗренмелли хальхи шкул та, кӳршӗллӗ Мӑн Мамӑшри вӑтам шкул та тахҫанах кивелнине вӑл тӑрӑхрисем аван пӗлеҫҫӗ. Янӑшри ача пахчи вара пӗчӗк кӑна ҫуртра вырнаҫнӑ. Унччен йӗркеллӗ ача пахчиех ялта пулнӑ-ха, кайран ҫав учрежденисене урӑх тӗллевпе ӗҫлеттерме тытӑннӑ хыҫҫӑн ӑна ҫынсене хваттер тума тесе сутса янӑ.
Янӑшра халӗ ҫӗклесе лартнӑ ҫӗнӗ шкулта шкул ҫулне ҫитменнисем валли 40 вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Ачасемпе шӑпӑрлансем валли икӗ бассейн тунӑ, шкул умӗнче спорт тата вӑйӑ лаптӑкӗ те пур. Унта ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Паян шкулти строительство ӗҫӗсемпе паллашма Янӑша республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ҫитсе килнӗ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче тайӑлнӑ юпа ял ҫыннисене хӑратни пирки эпир нумай пулмасть пӗлтернӗччӗ. Аялти пайӗ хуҫӑлнӑран юпа ҫутӑ пралукӗсемпе кӑна тытӑнса тӑрать имӗш.
Тайлӑк ҫутӑ юписем ку районӑн тепӗр ялӗнче те пур — Хурӑнлӑхра. Шкул урамӗнчи 5-мӗшпе 6-мӗш ҫуртсем патӗнчи юпасем пӗлтӗртенпе тайлӑк иккен, Ҫӗньялти пекех ҫутӑпа тивӗҫтерекен пралуксене пула кӑна тытӑнса тӑраҫҫӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр вӑл ялта ҫутӑ юписене ылмаштарнӑ — киввисем вырӑнне ҫӗннисем лартнӑ. Анчах ку икӗ юпана электриксем ҫаплипех хӑварнӑ — улӑштармалли планра вӗсем валли вырӑн тупӑнман.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче инкек пулма пултарасси ҫинчен пӗр хӗрарӑм «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Вырӑнти халӑх тайӑлнӑ юпа ҫул ҫине ӳкесрен хӑрать-мӗн.
Ялта инфратытӑм объекчӗ пур. Вӑл халӑхшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Ҫутӑ юпи, ҫулран инҫех мар вырнаҫнӑскер, тайӑлнӑ, кӑштахран ӳкме те пултарать-мӗн.
Вырӑнти ҫынсем каланӑ тӑрӑх, юпан аялти пайӗ хуҫӑлнӑ. Вӗсем авари службинчен пулӑшу ыйтнӑ, анчах лешсем хӑнк та туман. Унтанпа пӗр эрне иртнӗ. Вӑл йӑванса кайсан ҫывӑхри ҫурт тӑррине сиен кӳрӗ.
Халӗ Шупашкар район администрацийӗ лару-тӑрӑва тӳрлетме шантарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра Ҫӗньяла ятарлӑ техника ҫитмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |